Ҫак икӗ арҫын хӗле хатӗрленме пуҫлас тенӗ-ши — чӑрӑш вӑрланӑ. Хайхискерсем хунавсене кӑларнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Пӑрӑнтӑк ялӗ ҫывӑхӗнче темӗнле арҫынсем чӑрӑш хунавӗсене кӑларни пирки полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитсен «Соболь» машинӑна курнӑ, унта вара тин кӑларнӑ 10 хунав выртнӑ. Пӗри лиҫван (лиственница) пулнӑ. Хунавсем 1,6–2 метр ҫӳллӗш.
Кӑштахран машина патне икӗ арҫын ҫитнӗ. Хайхискерсем хунавсем мӗнле майпа машинӑра выртнине тӳрех ӑнлантарайман. Каярахпа Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти арҫын хунавсене дачӑра лартма кӑларни пирки каласа кӑтартнӑ.
Халӗ тӑкак виҫине палӑртаҫҫӗ, пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ. Ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин ялсенчи медицина пулӑшӑвне аталантарассипе йышӑннӑ хушӑвне пурнӑҫласа хӑпартаҫҫӗ. 2013—2015 ҫулсенче 100 ФАП тунине эпир те пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр те ку программа малалла тӑсӑлчӗ. Хӑтсӑр 25 ФАП вырӑнне мӗнпур условиллӗ ҫуртсем ҫӗклерӗҫ.
Тусай ялӗнчи ФАПа «Солид» текен общество ҫак уйӑхра тума пуҫланӑ. Утӑ е ҫурла уйӑхӗнче ӑна туса пӗтерӗҫ. Красноармейски районӗнче унччен тӑватӑ ФАП хута янӑ.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ.
Чӑваш Енӗн прокуратури ишӗлекен ҫуртсене сӳтесси (вӗсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарнӑ, ҫурчӗсем тӑрса юлнӑ) епле пынине тишкернӗ.
Кивӗ ҫуртран куҫармалли 2013–2017 ҫулсенчи республика программине 844 ҫурта кӗртнӗ. Патӑрьел, Елчӗк районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта япӑх ҫурт-йӗр ҫук-мӗн.
Прокуратура тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 553 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарнӑ. Вӗсенчен 364-шне ишнӗ, ыттисене тӗкӗнмен.
Пушанса юлнӑ ҫуртсене пӗтӗмпех пушатса пӗтернисем — 10 муниципалитет: Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай.
12 район-хулара 189 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗнӗ куҫарса пӗтермен, ҫав шутран 72-шӗнчен куҫармалли вӑхӑт иртсе кайнӑ. Вӑхӑтра мера йышӑнманнисем шутӗнче прокуратура, Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене, Улатӑр, Элӗк, Вӑрмар, Шупашкар тата Етӗрне районӗсене асӑннӑ.
Ҫамрӑксене яла илӗртмелле. Ҫапла калаҫҫӗ юлашки вӑхӑтра влаҫри ҫынсем. Яш-хӗр диплом илсен яла таврӑнтӑр, унта тӗплентӗр тесе майсем туса памалли пирки час-часах сӑмах хускатаҫҫӗ.
Илсе кӑтартам хамӑр яла. Ӑҫта ӗҫлемелле ҫамрӑксен? Фермӑра-и? Ялти ферма тахҫанах ишӗлсе аннӑ. Унччен унта ӗнесем, вӑкӑрсем тытатчӗҫ. Халӗ вите таврашӗ арканса пӗтнӗ. Кӳршӗ ялта ферма пур-ха. Вӑл йӗркеллех ӗҫлет. Анчах унта пурте вырнаҫаймаҫҫӗ. Ҫамрӑксен шкулта ӗҫлемелле-и? Ялта 9 класлӑ шкул та тахҫанах хупӑннӑ. Ара, ачасем сахалланчӗҫ, шкул алӑкӗ уҫӑлма пӑрахрӗ.
Ялта – пӗр лавкка. Унта ӗҫе кӗреймӗн, сутуҫӑсем пур. Клубра та ваканси ҫук. Унччен тирпейлӳҫӗ, клуб ӗҫченӗн, кочегарӑн вакансийӗсем пулнӑ. Халӗ ку тивӗҫсене пӗр ҫын пурнӑҫлать. Вулавӑш та пурччӗ. Шел, вӑл хӑҫан ӗҫлеме пӑрахнине хальхи ӑру астумасть те.
Тата ӑҫта ӗҫлеме пулать-ши? Ялта урӑх организаци-предприяти ҫук. Район центрне ӗҫе ҫӳреме пулать-ха, анчах мӗнле? Ял ҫывӑхне килекен автобус тахҫанах ҫӳреме пӑрахнӑ. Райцентра ҫитес килсен пӗр автобусран ансан теприне кӗтме тивет.
Виҫӗм кун, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен семинарӗ иртнӗ. Унта Шупашкартан ҫеҫ мар сумлӑ делегаци пырса ҫитнӗ. Йышра пулнӑ 19-мӗш шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Роза Мазикова пӗлтернӗ тӑрӑх, Тавӑшкасси шкулӗнче «Чӑвашсен пурнӑҫӗпе йӑли йӗрки декораципе ӳнерӗнче» курав та ӗҫленӗ. Поваркасси шкулӗнче «Иртнӗ пурнӑҫа манакан — паянхи пурнӑҫран юлакан» уяв каҫӗ иртнӗ.
Ҫӗрпӳри шкулти мероприятире Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен ертӳҫи Татьяна Петрова вӑл тӑрӑхри чӑваш чӗлхипе культурин аталанӑвӗ пирки тухса калаҫнӑ. Красноармейски районӗнчен ҫитнӗ чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем те доклада тӗплӗн хатӗрленӗ. Шупашкарти Ирина Диарова доклачӗ те кӑсӑклӑ пулнӑ.
Каникул вӑхӑтӗнче вӗрентекенсем ахаль лармаҫҫӗ. Ачасем каннӑ вӑхӑтра Красноармейски районӗнче вӗрентекенсен спартакиади иртнӗ.
Спорт уявӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Тупӑшу темиҫе тапхӑрпа иртнӗ. Унта районти шкулсенче ӗҫлекен вӗрентекенсем хутшӑннӑ.
Спартакиадӑна хутшӑнас тесе педагогсем маларах хатӗрленме пуҫлаҫҫӗ. Спорт вӗсене ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума пулӑшать.
Спартакиада программи пуян. Вӗрентекенсем шахматла, шашкӑлла, волейбола, теннисла, дартсла выляса вӑй виҫнӗ. Вӗрентекенсем каникула усӑллӑ ирттерни, сывлӑхне ҫирӗплетни вӗсене ҫӗнӗ чӗрӗке ҫӗнӗ вӑйпа пуҫлама май парать.
Трак тӑрӑхӗнчи вӗретекенсем кунашкал ӑмӑртӑва яланах хутшӑнма хатӗр. Малашне те вӗсем ҫакӑн пек спартакиада ирттерессе шанаҫҫӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистикӑн факультетӗнче чӑваш халӑх культурине, йӑли-йӗркине аталантарас тӗллевпе «Сенкер инҫет» олимпиада ирттересси йӑлана кӗнӗ. Унта 8—11 классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ. «Чӑваш чӗлхипе литератури» номинацие чӑваш чӗлхиллӗ тата вырӑс чӗлхиллӗ шкулсем хушшинче пайласа йӗркеленӗ.
Олимпиадӑн куҫӑн тапхӑрне 75 шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсене дистанци мелӗпе 669 ачаран суйласа илнӗ.
Чӑваш шкулӗсенчен 8—9-мӗш классем хушшинче Патӑрьел районӗнчи Турханти шкулти Валерия Осипова мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Муркаш районӗнчи Калайкассинчи Светлана Охлина, виҫҫӗмӗшӗнче — Красноармейски районӗнчи Упири Андрей Илларионов.
Чӑваш шкулӗсенче 10—11-мӗш классене вӗренекенсенчен пӗрремӗш вырӑнта — Патӑрьел районӗнчи Турханти Анастасия Маштакова, иккӗмӗшӗнче — Муркаш районӗнчи Калайкассинчи Алексей Охлин, виҫҫӗмӗш вырӑн никама та паман.
Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенчи 8—9-мӗш класри ачасенчен Шупашкарти 27-мӗш шкулти Кристина Смирнова тата Кӳкеҫ лицейӗнчи Виктория Петрова мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти 4-мӗш лицейри Софья Алешева тата Кӳкеҫри лицейри Анна Иванова, виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкарти 4-мӗш лицейри Константин Храмов.
ПУШ | 12 |
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшпе 11-меш кунсем хушшинче пирӗн сайт ҫак хыпарсене ҫутатрӗ (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• ЧНК пресс-ҫыруҫипе Зоя Яковлевӑпа пулса тухнӑ пӑтӑрмах пирки каласа патӑмӑр;
• 6 уйӑхри ача мӗнле сӑлтава пула вилнӗ амашӗ ҫумӗнче икӗ кун ирттерни пирки хыпарларӑмӑр;
• Пирӗн тӑрӑхри хӑш прокурора Путин хушӑвӗпех ӗҫрен кӑларнине пӗлме пултартӑр;
• Иркутск облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ те чӑвашсене пулашма хатӗрри ҫинчен систертӗмӗр;
• Марина Карягина мӗнле ҫӗнӗ стиле алла илме шут тытни те пире кӑсӑклантарчӗ;
• Воспитательсемпе вӗрентекенсен ӗҫ укҫин чӑн виҫине пӗлтертӗмӗр;
• Трак Енри «Чӑваш пикинче» кам ҫӗнтенине пӗлме пултартӑр;
• Халах юррисене сахал мар ҫырса илнӗ Земфира Яковлевӑна мӗнле тава тивӗҫлӗ ят пани пирки хыпарларӑмӑр;
• «Асамат & Шевле» журнал укҫа ӗҫлесе илме мӗнле май туса панине пӗлме пултартӑр;
• Алексей Кизилов тухтӑра мӗнле ӑшӑ пукан лекни ҫинчен те каласа патӑмӑр.
Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Культура ҫуртӗнче регионсем хушшинче иртекен «Чӑваш тумӗ — халӑх пуянлӑхӗ» конкурсӑн районти тапхӑрӗ иртрӗ. Трак енсем хӑйсен арчи-ҫӳпҫинчи капӑр ҫипуҫа халӑха кӑтартма пултарчӗҫ. Чӑваш тумӗ вара чӑннипех те капӑр. Ҫав ҫипуҫра халӑхӑн кун-ҫулӗ, философийӗ, этикипе эстетики палӑрса тӑрать. Кашни капӑрлӑхӗ, кашни тӗрри-эрешӗ чунра лӑпкӑлӑхпа мӑнаҫлӑх ҫуратать. Кашни япали чӑваш ҫыннин пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне, чун-чӗре пуянлӑхне, сапӑрлӑхне кӑтартать.
«Чӑваш тумӗн ытамӗнче» конкурс-курава районти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Трак ен» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Антонина Никонорова) уҫрӗ, чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗ, авалхи чӑваш тумӗпе, капӑрлӑхӗпе илемлетрӗ.
Куравра ытларах авалхи тата хальхи маҫтӑрсем тӗрлесе илемлетнӗ хӗрарӑм тата арҫын кӗписем, сурпансем, масмаксем, тутӑрсем, саппунсем, хушпу-тухья, капӑрлӑхсем пулчӗҫ.
Курава тӑратнӑ япаласене жюри (председателӗ — ЧНК ӗҫченӗ Нина Андреева, членӗсем — район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗсен пайӗн ертӳҫи тата Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова) пахаласа хак пачӗ, регионсем хушшинче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнма ҫичӗ ҫынна палӑртрӗ.
Красноармейскинчи культура ҫуртӗнче, Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалласа, йӑлана кӗнӗ «Трак ен пики» конкурс иртнӗ. Кӑҫалхи тупӑшӑва сакӑр пике хутшӑннӑ. Вӗсене малтанах район администрацийӗн пуҫлӑхӗ С. Молотков, «Ял ҫамрӑкӗсен Раҫҫейри союзӗн» Пӗтӗм Раҫҫейри обществӑлла организацин вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Д. Посадский, районти Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Р.Николаева саламланӑ.
Тупӑшӑва хутшӑннӑ пикесен малтанах хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан вӗсен Чӑваш ен историне, культурине, йӑли-йӗркине пӗлнине кӑтартма тивнӗ тата пултарулӑх конкурсӗ витӗр тухма тивнӗ. Хӗрсем нацин пӗр-пӗр апат-ҫимӗҫне хатӗрлесе унӑн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Юлашкинчен вӗсем чӑваш наци тумне тӑхӑнса хӑйсен илемлӗхӗпе тыткӑнланӑ. Пикесен ӑсталӑхне пилӗк ҫынран тӑракан жюри хак панӑ.
Ҫивӗч тупӑшура «Трак ен пики-2017» ята Анастасия Козлова (Трак вӑтам шкулӗ, 9 класс) ҫӗнсе илнӗ. «Вице-Трак ен пики-2017» — Анна Кузьмина (Карай ял тӑрӑхӗ). Анна Еперина «Ӑс пике» (Алманч вӑтам шкулӗ), Анита Алемесова «Ҫепӗҫ пике» (Пикшик вӑтам шкулӗ), Надежда Петрова «Хӳхӗм пике» (Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ), Диана Данилова «Кӑмӑллӑ пике» (Красноармейски вӑтам шкулӗ), Карина Антонова «Тарават пике» (Упи ял тӑрӑхӗ), Ольга Илларионова «Сӑпайлӑ пике» (Красноармейски вӑтам шкулӗ) номинацисенче палӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.